Йӗрлерӗҫ те виҫӗ кун,
Хӑваларӗҫ ҫичӗ кун;
Тытатпӑрах, терӗҫ пуль,
Ҫакатпӑрах, терӗҫ пуль.
Пире часах тупас ҫук
Сӗм вӑрмансем пур чухне,
Пире вӑйпут тытас ҫук
Пӑши ури пур чухне.
Хупӑрларӗҫ ҫичӗ хут,
Ҫапӑҫрӑмӑр виҫӗ кун.
Ҫӗмӗртӗмӗр, терӗҫ пуль,
Пӗтертӗмӗр, терӗҫ пуль.
Пире улпут ҫӗнес ҫук
Алра вут-хӗҫ пур чухне.
Пире никам ҫӗнес ҫук
Алра ҫӗмрен пур чухне.
Пайтулӑн пуринчен те ытларах сарӑлнӑ юрри.
Ку варианта 1916 ҫулта Кирук юрӑҫӑ (Арансайпик Ваҫанкки Кирукӗ) ашшӗпе пӗртӑван Каляк Минккинчен Палтай Упи ялӗнче ҫырса илнӗ.
Палтай Упи хальхи Чӑвашстанри Шӑмӑршӑ районне кӗрекен ял. Вӑл Хырла юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче сарӑлса ларать. Халӗ ӑна Палтиель теҫҫӗ, вырӑсла — Трех-Балтаево. Ку яла XVII ӗмӗр вӗҫӗнче Упи-паттӑр йӑхӗнчен тухнӑ Арансайпик ывӑлӗ Палтай хӑй ҫыннисемпе куҫса ларса пуҫласа янӑ. Вӗсем унта хальхи Патӑрьел районӗ ҫӗрӗ ҫинчен, Юхмапа Упӑрша юханшывӗсен хушшине вырнаҫнӑ Юхма-Упи ялӗнчен куҫса пынӑ. Юхма-Упи колхозсем тунӑ вӑхӑтра пӗтнӗ. Пӗр пайӗ Патӑрьел районӗнче Тӑрӑн ялӗ ҫумне "Красный пахарь" колхоз туса ларнӑ. Тепӗр пайӗ ҫак районти Тикешӗн мальенне куҫса ларнӑ. Тата тепӗр пайӗ, Хырла шывӗ урлӑ каҫса, Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Янтукан ялӗ ҫумне Максим Горький колхозӗ туса ларнӑ. Ӑна халӑхра Упи-Янтукан поселкки тесе каланӑ.
Кирук юрӑҫӑ, граждан вӑрҫине хӑй ирӗкӗпе кайнӑ та хӗрлӗ салтак пулса 1920 ҫулта Вильнюс хулинче шурӑ поляксемпе кӗрешсе пуҫне хунӑ. Унӑн хучӗсене Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтри Марине аппӑшӗ (Ильина Марина Васильева) упраса хӑварнӑ.
Пӗрремӗш хут "Вучах" хаҫатра (№27) 1991 ҫулта, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пичетленнӗ. Иккӗмӗш хут "Авалхи чӑваш поэчӗсем" кӗнекере, 1993 ҫулта пичетленнӗ.
Ку юррӑн тепӗр варианчӗ те пур:
Хупӑрларӗҫ виҫӗ хут
Ҫапӑҫрӑмӑр виҫӗ кун.
Ҫӗмӗртӗмӗр терӗҫ пуль,
Пӗтертӗмӗр терӗҫ пуль.
Пире паяр ҫӗнес ҫук
Алра пӑшал пур чухне,
Пире улпут ҫӗнес ҫук
Алра сӑнӑ пур чухне.
Йӗрлерӗҫ те пилӗк кун,
Хӑваларӗҫ ҫичӗ кун.
Тытатпӑрах терӗҫ пуль,
Ҫакатпӑрах терӗҫ пуль.
Пире паяр тупас ҫук
Сӗм вӑрманӗ пур чухне.
Пире улпут тытас ҫук,
Пӑши ури пур чухне.
Ку варианта 1928-1930 ҫулсенче хальхи Самар облаҫӗнчи Аслӑ Микушкел таврашӗнчи ялсенче ватӑ ҫынсенчен М.Т.Казанков (Тилли Михайли) ҫырса илнӗ.
Чи малтан Валем Ахун пухса хатӗрленӗ "Палнай" кӗнекере 1973 ҫулта пичетленнӗ. Унти ӑнлантаркӑчра ҫапла ҫырнӑ: "М.Т.Казанков каласа панӑ тӑрӑх, Пайтул ятлӑ чӑваш С.Разинӑн ҫывӑх ҫынни, утаманӗ пулнӑ. С. Разин пӑлхавне пусарнӑ хыҫҫӑн, Пайтул паттӑра патша салтакӗсем тискеррӗн асаплантарса вӗлернӗ пулать".
Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.